Тӑван республикӑмӑрӑн уй-хирӗнче вырма малалла пырать. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ӗнерхи кун тӗлне пухнӑ цифрӑсене ӗненсен, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 186,7 пин гектар ҫинчен 455,9 пин тонна ҫапса тӗшӗленӗ. Ҫапла вара хресчен ака лаптӑкӗн 64,5 процентне вырса илме ӗлкӗрнӗ. Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк районӗсенче тӗштырӑна 80 процент ытла вырнӑ.
Кашни гектартан тухакан вӑтам тухӑҫ кӑҫал пӗлтӗрхинчен пысӑкрах: хальлӗхе 24,4 центнера ларса пырать (пӗлтӗрхи кӑтарту — 20,6 ц). Вӑрнар районӗнче тухӑҫ вӑтамран 30,1 центнер тухать.
Тепӗр хуҫалӑхсенче ир пулакан ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ ҫинче ӗҫлеҫҫӗ.
Кӗрхисем валли Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районсенче планпа пӑхнинчен ытла лаптӑк ҫӗр сухаласа хатӗрленӗ. 11 районта кӗрхисене акаҫҫӗ. Хальлӗхе 2 пине гектар ҫитнӗ.
Раҫҫейре ҫитес 10 ҫулта хӑмла туса илессине пысӑклатасшӑн. Ӑна ӳстерекен регион Чӑваш Ен пулаять. Республикӑра ку ӗҫе тумашкӑн майсем пур. Пирӗн патра хӑмла ӳстермелли технологисем сыхланса юлнӑ. Ку енӗпе темиҫе регион ҫеҫ палӑрнӑ.
«Чӑвашхмельпром» предприяти гранула евӗр хӑмла тумалли хатӗр-хӗтӗр туяннӑ. Кӗҫех ӑна вырнаҫтарса хута ярӗҫ.
Аграрисемпе иртнӗ тӗлпулура пӗрремӗш ҫур ҫула та пӗтӗмлетнӗ. Чӑваш Енре продукци туса илесси ӳссех пырать. Кӑтарту 109 процентпа танлашнӑ. Лайӑх ӗҫлекен организацисен йышӗ те ӳссех пырать. Тухӑҫ пӗлтӗрхинчен лайӑхрах.
Федераци центрӗнче Чӑваш Ене малашлӑхлӑ регион пек йышӑнаҫҫӗ. Хӑмла туса илессипе кӑна мар, ҫӗрулми ҫитӗнтерессипе те пирӗн республика палӑрнӑ.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Пыл сӑпасӗ. Ҫак куна халалласа Муркаш районӗнче ҫулсерен пысӑк уяв ирттереҫҫӗ.
«Здоровье — на крыльях пчелы» (чӑв. Пыл хурчӗн ҫунатти ҫинчи сывлӑх) ят панӑ уява пуҫласа ҫичӗ ҫул каялла йӗркеленӗ. Ҫавӑн чухне унтисем Культурӑпа ӳнерти инновацилле проектсен республикӑри конкурссене ҫак уяв планӗпе хутшӑнса Чӑваш Ен Президенчӗ Грантне ҫӗнсе илнӗ.
2010 ҫултанпа ку уяв муркашсен бренчӗ пулса тӑма ӗлкӗрнӗ. Хальхине ҫурлан 19-мӗшӗнче пуҫтарӑнма палӑртса хунӑ. Уяв 10 сехетре пуҫланмалла. Унта кӳршӗллӗ Мари Элтан та килсе ҫитмелле. Вӗсем — хурт-хӑмӑр ӑстисем мар, хурт-хӑмӑр ӑстисене тата уяв хӑнисене савӑнтарма концертпа килмелле.
Уява тивӗҫлипе ирттересси пирки нумаях пулмасть район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев яваплисене хӑй пуҫтарса сӳтсе явнӑ.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Юрма» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ чӑх-чӗп валли начар апат туяннӑ.
Россельхознадзор управленийӗ унти комбикорм, тулӑ пахалӑхне тӗрӗслеме Хусанти ятарлӑ центра ярса панӑ. Планпа ирттерекен тӗрӗслев вӑхӑтӗнче илнӗ пробӑсене лабораторире пахалани генпа модефикациленине ҫирӗплетмен-ха: тыр-пул пахалӑхӗ чиперех пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах кайӑк-кӗшӗк апачӗ валли усӑ куракан тулӑ, урпа пахалӑхне хутпа ҫирӗплетсе паманни йӗркеллӗ япала шутланмасть. Ку вара хальхи вӑхӑтри саккунсене пӑснипе танлашать.
Кӑлтӑкшӑн «Юрма» тулли мар обществӑна Раҫҫей Федерацийӗн административлӑ правонарушенисем ҫинчен калакан саккунӑн 14,43 статйин 1-мӗш пайне пӑснӑ тесе административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Нумай пулмасть кӳршӗре, Тутарстан Президенчӗ ҫумӗнчи предпринимательсемпе ӗҫлекен Канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Ытти ыйтусемпе пӗрлех тислӗк таврашне пухассипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ саккуна та сӳтсе явнӑ. Унпа килӗшӳллӗн кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк тытнӑ хыҫҫӑн пухӑнакан тислӗке лицензи илсен кӑна упрама юрать. Йӗркене пӑхӑнмасан штраф лекме пултарать, пуҫиле ӗҫ те пуҫарма пултараҫҫӗ.
Кунашкал йывӑрлӑх пирки пӗлсен Тутарстан Президенчӗ питӗ кӑмӑлсӑрланнӑ: «Пирӗн ҫӗршывра мӗнле кӑна ухмахла йӗркесем йышӑннишӗн эпӗ чӑннипе те тӗлӗнетӗп. Эпӗ ӑнланатӑп, пысӑк комплекссем пур, вӗсен тӗлӗшпе экологи ыйтӑвӗсем пур, тӗрлӗ требованисем пур. Анчах та выльӑх-чӗрлӗх фермисем те пур-ҫке — унти тислӗк каяш мар, вӑл ӳсентӑрана ӳстерме пулӑшакан продукт. Ку ухмахла япала, ку саккуна кам шутласа кӑларнӑ? Мӗнле каяш пултӑр вӑл? Им-ҫам-ҫке вӑл! Е фермӑна апла-тӑк им-ҫам хатӗрлекен хапрӑк теме пуҫламалла. Тислӗкпе эпир хамӑрӑн тӑпран тухӑҫлӑхне ӳстерме усӑ куратпӑр. Ман шухӑшпа лицензилесси пысӑк комплекссемшӗн кӑна пулмалла».
Юлашкинчен Рустам Минниханов ҫапла сӑмах хушнӑ: «Эпир пурте ялта ӳссе ҫитӗннӗ.
Ку йӑлана кашни ҫулах тытса пыраҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакан ҫынсем валли пахча ҫимӗҫе улма-ҫырлана йӳнӗрех хакпа туянмалли майсем туса параҫҫӗ.
Кӑҫал «Кӗр парнисем» ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен иртӗҫ. Ӑна йӗркелес ӗҫе темиҫе ведомство специалисчӗсем ларура сӳтсе явнӑ.
Ярмӑрккӑна ирттермешкӗн ятарлӑ лапамсем уйӑрӗҫ. Пахча ҫимӗҫпе тата улма-ҫырлапа суту-илӳ тӑвакансем валли вырӑнсене тӳлевсӗрех уйӑрӗҫ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ тата сусӑр ҫынсем валли ятарлӑ пулӑшу та йӗркелӗҫ. Вӗсене пахча ҫимӗҫе киле ҫитиех тӳлевсӗр леҫсе парӗҫ.
Елчӗк районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсенче те ҫак кунсенче хӗрӳ ӗҫҫи пырать. Анчах ун вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнаҫҫӗ-и? Ҫак тӗллевпе Гостехнадзорӑн районти инспекцийӗн ертӳҫи А. Соловьев хуҫалӑхсене куллен тухса ҫӳрет, уй-хирти кӗрхи ӗҫсене хутшӑнакан техника юсавлӑхне тӗрӗслет.
Тыр-пул пухса кӗртнӗ вӑхӑтра комбайнсем ҫинче 2 огнетушительтен кая мар, ҫавӑн пекех 40 литр шыв, хӑйӑр кирлӗ. Тимӗр икӗ кӗреҫе, йывӑҫран пӗр кӗреҫе, шӑпӑр е швабра пуррине те вӑл пӑхать. пушар тухсан ӑна хупласа хума брезент кирлӗ.
Нумаях пулмасть специалист «Эмметево» тулли мар яваплӑ обществӑра, «Труд» ялхуҫалӑх производство кооперативӗнче, Таяпа Энтринчи А. Петров хресчен (фермер) хуҫалӑхӗнче пулса унти комбайнсене хакланӑ.
Уй-хир ӗҫченӗсемпе механизаторсем хӗрсе тимленӗ вӑхӑтра культура ӗҫченӗсем те ахаль лармаҫҫӗ. Вӗсем агитбригадӑсем йӗркелеҫҫӗ рабочисем патне тухса ҫӳреҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Александровскинчи уй-хир бригади патӗнче концертпа Ваҫкассинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ агитбригада юрӑ-ташӑпа пулнӑ. Йӗтем ҫинче тӑрӑшкан уй-хир бригади патне вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Г. Никифорова та кайнӑ. Йӗтем ҫинчисемпе район администрацийӗн тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи А.В. Миронов та курнӑҫнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫурлан 20-мӗшӗнче ял кунне ирттерессине пӗлтернӗ. Сосновкӑри вулавӑш библиотекарӗ Т.З. Степанова вара политика тӗлӗшӗнчен аталанма тесе йӗтем ҫинчисене тӗрлӗ хаҫат-журнал валеҫсе панӑ.
Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи йывӑр лару-тӑру пирки эпир те вӗҫӗмех ҫырса тӑтӑмӑр. Пӗр енчен, Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ предприяти шӑпи ҫав района кӑна хумхантармалла пек, анчах ятлӑ-сумлӑ общество республика шайӗнче те пӗлтерӗшлӗ.
Сӑнавҫӑсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хапрӑка хапрӑк хуҫисем хӑйсемех панкрута кӑларма ӑнтӑлаҫҫӗ. Ҫавӑн пек ыйтупа республикӑн Арбитраж судне пӗр шухӑшлӑн тенӗ пек ҫитнӗ предприятисен йӗрӗ пӗр хуҫа патне пырса тухать-мӗн.
Ӗнер Арбитраж сучӗн ларӑвӗнче тавӑҫҫӑсемшӗн кӗтменлӗх сиксе тухнӑ. Хапрӑк хӑй умӗнче те апатшӑн татӑлса пӗтмен пулин те Чулхулари «Корма и концентраты» предприяти «Чӑваш бройлерӗн» парӑмне хӑй тӳлесе татма, предприятие панкрута кӑларма кирлӗ мар тесе сӗннӗ. Ку хыпара ларура пулнӑ Андрей Иванов журналист хӑйӗн статйинче ҫырса пӗлтернӗ.
«Чӑваш бройлерӗпе» ҫыхӑннӑ черетлӗ ларӑва Арбитраж сучӗ юпа уйӑхӗн 4-мӗшне куҫарнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ визитпа Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче пулнӑ. Унта канашлу та ирттернӗ, лару-тӑрупа вырӑна тухса та паллашнӑ.
Республикӑна ертсе пыракан, Элтеперӗн Администарцийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «Ҫӗнӗ Чурашри «Хӗрлӗ партизан» хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗхе ҫуллахи вӑхӑтра уйра еплерех апатлантарнипе» кӑсӑкланнӑ. Михаил Игнатьев ҫӗнӗ чурашсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене тирпейлӗ пӑхса тӑнине палӑртнӑ. «Хуҫалӑхра пӗтӗмпех ӗҫсем йӗркеллӗ. Выльӑхсене ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ вӑхӑтра шыв ӗҫтерме те меллӗ. Сӗт сӑвӑмӗ ан чактӑр тесе условисем ҫителӗклӗ», — хыпарлать пресс-служба.
«Выльӑх-чӗрлӗхрен туса илнӗ тавара вырнаҫтарассипе нимӗнле чӑрмав та ҫук. Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑх таварӗсен хакӗ ӳссе пырать. Ӗҫлеме те питӗ кӑмӑллӑ», — тесе каланӑ хуҫалӑх ертӳҫи Николай Иванов.
Асӑннӑ хуҫалӑх сӗте Ҫӗнӗ Чурашри сӗт савутне ӑсатать, аш-какай пӗтӗмпех Вӑрнар заводне каять.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |